
Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунне кӑҫал парадпах уявлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва паян республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ҫар парачӗ иртӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ ҫар техникипе парада тухӗ. Мероприятие йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Ҫарӗҫ комиссариачӗ яваплӑ пулӗ.
Ҫӗнтерӳ кунне уявлама ӗҫ тӑвакан органӗсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, мӗнпур организацие сӗнсе каланӑ.
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗренпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа
Вӗҫ-хӗрсӗр, пӗлӗт пек, ҫулсем шӑваҫҫӗ —
Ҫук улшӑнмасть этемлӗх ҫав-ҫавах:
Кив йӑнӑшсем каллех такӑнтараҫҫӗ,
Темле усал ҫул урлӑ выртнӑнах.
Хӑшӗ-пӗри мӗн пулнине манать-тӗр,
Вӗренеймест вӗт тӗрӗс пурӑнма.
Вӑхӑт иртсессӗн кашниех ав паттӑр —
Суяпала витесшӗн чӑнлӑха.
Совет Союзӗ вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ —
Ҫакна манасшӑн халӗ Анӑҫра.
Питне вӗсем кӗҫҫепеле ҫӗленӗ,
Нимле миме те ҫуккӑ-ши пуҫра?
Пирӗннисем – мӗльюнӑн пуҫ хурса-ҫке —
Хӑтарнӑ тӗнчене чуралӑхран.
Ҫав вилнӗ салтаксем суйма памаҫҫӗ —
Паттӑрсене манмастпӑр нихӑҫан.
Ман асатте Берлин патнех ав ҫитнӗ:
Телей пӳрмен-ҫке — чӗрӗ юлайман.
Кукаҫипе ват хуньӑм сусӑр килнӗ,
Шел, ҫавӑнпа нумай та пурнайман.
Ҫӗнтерӗве тылра та ҫывӑхлатнӑ
Асаннесем те аннесем пӗрле.
Ҫак чӑнлӑха епле манма пултарӑн —
Ӑна шӑварнӑ йӳҫӗ куҫҫульпе.
Суеҫтерме кӗҫҫе питсем ан хӑйччӑр —
Май ҫук улӑштарма историе.

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗмӗр 75 ҫул, Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа, поэзие юратакансене хӑйӗн «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ.
Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайне, вӑл «Чӑвашшӑн чӑваш — чи хаклӑ юлташ!..» ятлӑ, паллӑ сӑвӑҫ чӑвашлӑх темипе тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗ «Вунсаккӑрта алла пӑшал эп тытрӑм» ятлӑ. Вӑл Валери Туркай юлашки вӑхӑтра ҫарпа патриотизм темипе ҫырнӑ хайлавсенчен тӑрать. Виҫҫӗмӗш пая тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсем, тӗпрен илсен фронтовик-поэтсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене пурне те чӑвашла Валери Туркай куҫарнӑ. Ку ярӑмри сӑвӑсенчен уйрӑмах Расул Гамзатовӑн «Тӑрнасем» сӑввипе Владимир Харитоновӑн «Ҫӗнтерӳ кунӗ» сӑвви палӑрса тӑраҫҫӗ.
«Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Геннадий Шурбинпа Андрей Головин предпринимательсем, «Комплекс» строительство фирмини директорӗ Валерий Гордеев тата Шупашкар хулин нотариусӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗ Анатолий Шагаров воин-интернационалист пулӑшнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑмӑр, Раҫҫей Федерацийӗ тата унӑн шутне кӗрекен пирӗн патшалӑхӑмӑр, Чӑваш Республики, кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑшӑлвирус алхасӑвӗ ҫак куна тивӗҫлипе палӑртма чӑрмантаркалать пулин те ӑна май ҫитнӗ таран тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен — онлайн мелӗпе.
Унсӑр пуҫне ӗнер кӑна питӗ кӑсӑклӑ йышӑну турӗҫ — Ҫӗнтерӳ Парадне пирӗн республикӑмӑр уявлакан Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку кун юнкуна лекнине те пӑхмарӗҫ. Апла-тӑк, пирӗн республикӑн Раҫҫей Федерацийӗн шайӗнче витӗмӗ пӗчӗкех мар! Кӑҫал та пулин Республика кунне питӗ чаплӑн ирттерес шанчӑк пур!
Ҫак уявӑн чи паллӑ юррисенчен пӗри вӑл — Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ. Ку юрра кӑҫал пӗрремӗш хут чӑвашла юрларӗҫ темелле. Ютубра халь кашни ҫын ҫак юрра Оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн, юрлакансен «Классика» капеллин, «Живи и помни» патриотла юрӑ-кӗвӗ ансамблӗн солисчӗсемпе пӗрлех республикӑри паллӑ юрӑҫсем еплерех хитрен шӑрантарнипе паллашма пултарать.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пирӗн ҫӗршывра тӗрлӗ акци пуҫарчӗҫ. «День Победы» юрра чӑвашлатни хӑех мӗнле паха! Аса илтерер: Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ ҫав юрӑ пирӗн ҫӗршывра ҫӗнтерӳ маршӗ евӗр янӑрать. Ӑна темиҫе хут илтсен те, пӑхмасӑр пӗлсен те вӑл кашнинчех чуна хумхантарать.
Паллӑ юрра наци чӗлхисем ҫине куҫарса ӑна марафон евӗр янӑратассине кӑҫал пуҫласа йӗркелерӗҫ. Юрӑ йӗркисене чӑвашла чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер куҫарнӑччӗ.
«День Победы» юрра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та чӑвашла юрланӑ. Пӗрремӗш куплета тата хушса юрламаллине. Ҫавна Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн странцинче вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш Енри тата тепӗр ҫыравҫӑна «75 лет Великой Победе» (чӑв. Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул) юбилей медалӗпе чысланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн тӗп комитечӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думинче РФКП фракцийӗн ертӳҫи Геннадий Зюганов ячӗпе килнӗ наградӑна тата Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе янӑ саламне «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗ ыйтнипе вырӑнти хастарсем илсе ҫитернӗ.
Ҫыравҫӑ-ветеран патӗнче медальпе, салампа тата парнепе — «Самсунг» смартфонпа — «Канашсем» ентешлӗхӗн ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов пулнӑ.
Маларах юбилей медалӗсемпе Чӑваш халӑх ҫыравҫине Юхма Мишшине тата Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн председательне Лидия Филипповӑна (Михайловӑна) чысланӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ентешсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. «Кашни ҫемьех хӑйӗн геройне чыслӑн асра упрать. Эпӗ «Пӗрле мӑнаҫланатпӑр» акцие хутшӑнса хӑйӗн ҫемйинчи паттӑрсен историне каласа панӑ Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те тав тӑватӑп», — тенӗ вӑл унта. Республика ертӳҫи «ҫутӑ та сӑваплӑ кун эпӗ сире ҫирӗп сывлӑхпа мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата тӑнӑҫ пурнӑҫ» суннӑ.
Сӑмах май каласан, Олег Николаев «Пӗрле мӑнаҫланатпӑр» акцие хӑй те хутшӑнчӗ. Нимеҫӗсемпе пӗрле вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкӗсене вуларӗ. Ҫӗнтерӳ эстафетине хутшӑнса поэма сыпӑкӗсене вуланӑ май Георгий лентине хуларан тепӗр хулана, районтан тепӗр района куҫарнӑ.

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ пулин те Шупашарти Ҫӗнтерӳ паркне илем кӗртнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, саксем вырнаҫтарнӑ.
Ҫар Мухтавӗн монументне ҫунӑ, ҫырнисене ҫӗнетнӗ. Нихӑҫан сӳнми ҫулӑма та тасатнӑ, сӑрланӑ. Паркра ларакан ҫар техникине те ҫуса тасатнӑ. Унта халӗ чечексем лартнӑ, ҫулла вӗсем ешӗрме пуҫлӗҫ.
Паркра ҫӗнӗ арт-объектсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсенчен пӗри – самолет, ун ҫине Шупашкартан фронта кайнӑ салтаксен ҫырӑвӗсем.

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче Ҫӗнтерӳ паркне ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна ҫитес ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ чух, уҫма палӑртаҫҫӗ.
Шӑхасанти парка «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Палӑкпа юнашар Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗсене ҫырна стена лартасшӑн. Ҫуркунне парка чечексем лартса илемлетесшӗн.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре пӗтӗмпе 1382 асӑну объекчӗ шутланать.

Раҫҫей почти ачасен ӳкерчӗкӗсен эскизӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул открыткисем кӑларӗ. Конкурса 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаяҫҫӗ. Вӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ чӑрӑшне ӳкер» конкурса ӳкерчӗксем ярса памалла. Ӑна Ҫӗнтерӳ музейӗ тата Раҫҫей почти йӗркелет.
Ӳкерчӗксен Аслӑ Ҫӗнтерӳпе, 1945 ҫулхи Ҫӗнӗ ҫулпа, ҫыхӑнмалла. Ҫавна май конкурса Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ӳкерчӗксене жюри хаклӗ. Вӗсен йышӗнче профессионал ӳнерҫӗ-иллюстраторсем, Раҫҫей Почтин тата Ҫӗнтерӳ музейӗн ӗҫченӗсем пулӗҫ.
Заявкӑсене ҫак сайтра йышӑнаҫҫӗ: http://elkapobedy.ru/konkurs.php. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав пуҫламӑшӗнче пӗлтерӗҫ. Палӑртмалла: ачасен ӳкерчӗкӗсен эскизӗсемпе кӑларнӑ открыткӑсен тиражӗ нумай пулмӗ.
